Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ

Кӑҫал пирӗн республикӑри аслӑ шкулсенче 10 918 бюджет вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. Пӗлтӗр ҫак хисеп 11 292-пе танлашнӑ. Ҫав шутран аслӑ пӗлӳ илес текенсем валли 3 375 бюджет вырӑнӗ пулнӑ. Аслӑ шкулсене кӗме пурӗ 25 пин ытла ача заявлени панӑ. Апла пулсан ҫакӑ пӗр вырӑна 4 ача лекнине пӗлтерет.

Чӑваш патшалӑх университетне тӳлевсӗр майпа вӗренме кӗрес текенсем пӗр вырӑн пуҫне 7 ача тивнӗ, Ял хуҫалӑх академине — 6,6-ӑн, Чӑваш патшалӑх педагогика университетне — 5,6-ӑн. Абитуриентсенчен ытларахӑшӗ ҫӗр йӗркелӗвӗ тата кадастр енӗпе, электроэнергетика тата электротехника, строительство, сиплев ӗҫӗ, стоматологи, клиника психологийӗ, экономика тата юриспруденци енӗпе ӗҫлекен специалист пуласшӑн.

Шкул пӗтернисене республикӑрах хӑварас тесе математикӑпа тата физикӑпа пысӑк балл (70-тен ытларах) пухнисене пӗлтӗртенпе Чӑваш Енре ятарлӑ стипенди пама тытӑнчӗҫ. Ӑна ҫулталӑк хушши тӳлесе тӑрӗҫ. Уйӑхсеренхи унӑн виҫи 2 пин тенкӗпе танлашать. Кӑҫал ун пек баллисем 80 ача Чӑваш Енри аслӑ шкулсене суйланӑ. 70 балтан илнисем вара пӗтӗмпе 408-ӑн пулнӑ.

Рабочи профессийӗ илес текенсем 2 741 ача тупӑннӑ.

Малалла...

 

ЧЯХА // Н. Плотников сӑнӗ
ЧЯХА // Н. Плотников сӑнӗ

Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн ректорне палӑртмалли суйлав иртнӗ хыҫҫӑн правӑна сыхлакан органсене ҫав суйлавпа вӑл е ку енчен ҫыхӑннисем ҫыру шӑрҫаласси ӳссе кайнӑ иккен. Кун пирки Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ май шӑв-шав сӑлтавне аса илтерет.

Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ректора суйланӑ кун, ректор пулма тӑратнӑ кандидатсен шаннӑ ҫыннисене те, журналистсене те, полицейскисене те (вӗсене журналистсене кӗртменнипе ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ тесе чӗнсе илнӗ иккен) аслӑ шкула кӗме ирӗк паман иккен. Ректора суйланӑ саманта ҫутатма журналистсене кӗртменнине кура хайхисем Шалти ӗҫсен министерствипе прокуратурӑна ҫӑхавсем ҫырса янӑ-мӗн. ШӖМӗн Шупашкар хулин управленийӗн 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Филиппов журналистсене ӗҫлеме чӑрмантарнӑ факта тӗрӗсленӗ май вӑл массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирки калакан саккуна пӗрремӗш хут шӗкӗлчеме тивнине палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов «Российская газета» хаҫата Наци телерадиокомпанине Ял хуҫалӑх академийӗн хӑрушсӑрлӑх службин тата хуралӗн ертӳҫи тата аслӑ шкулӑн хуралҫисенчен пӗрин тӗлӗшпе полицин участокри полицейскийӗ протокол ҫырнӑ тесе пӗлтернӗ иккен.

Малалла...

 

Людмила Линик
Людмила Линик

Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче паян ректор суйлассине эпир пӗлтернӗччӗ. Пуҫлӑх пуканне ректор тивӗҫне халӗ пурнӑҫлакан Людмила Линика шанса панӑ иккен. Уншӑн 118 ҫынтан 90-шӗ сасӑланӑ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, суйлава академи алӑкне шал енчен питӗрсех ирттернӗ-мӗн. Унта журналистсем ҫеҫ мар, ректор пулма кандидат пулнӑ Семеновӑн шаннӑ ҫынни те кӗреймен иккен.

Владимир Семенов кадидатуришӗн 25-ӗн сасӑланӑ-мӗн, Николай Кирилловшӑн — 2-ӗн.

 

Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тӑрӑшакансемшӗн ыран хумхануллӑ кун пулӗ тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Унта ыран вӗренӳ заведенийӗн ректорне суйлӗҫ.

Аса илтеретпӗр, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ӑсчахсен канашӗн ларӑвӗнче академи ректорне Николай Васильева кӗтмен-туман ҫӗртен ӗҫлеме пӑрахтарнӑччӗ. Яваплӑ тивӗҫе пурнӑҫлама Людмила Линик юриста шаннӑччӗ. Сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче Людмила Линик Чӑваш Енӗн суйлав комиссийӗн председателӗ пулнӑччӗ. Ректора сасартӑк ылмаштарнине ун чух Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви аслӑ шкул (академи асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнать) тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе ӑнлантарнӑччӗ. Николай Васильев вара капла хаклавпа килӗшменнине, аслӑ шкулсен тухӑҫлӑхне 2011 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвне кура йӗркеленине, академине вара вӑл 2012 ҫулхи ҫуркунне кӑна ертсе пыма пуҫӑннине палӑртнӑччӗ. Ректора хӳтӗлесе студентсем митинга та тухса пӑхнӑччӗ.

Ыран вара академин ректора суйлама тивет. Маларах, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ректор пулма тивӗҫ кандидатурӑсене аттестацилемелли лару иртнӗ. Пирӗн республикӑран сакӑр кандидат тӑратнӑ иккен, федераци министерстви вӗсенчен виҫҫӗшне — вӗсем кашниех академире ӗҫлеҫҫӗ — суйласа илнӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ака, 30

1909
115
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
110
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
95
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та